Новости по-русски

Чăваш Ен тата Чĕмпĕр облаçĕ килĕшӳ çирĕплетрĕç

Чăваш Ен тата Чĕмпĕр облаçĕ килĕшӳ çирĕплетрĕç

Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн, Иван Яковлевăн çавра çулне паллă тăвас ĕçе Чăваш Енпе пĕр танах Чĕмпĕр тăрăхĕ те хастар хутшăнать. Малашне 2 тăрăха пĕрлештерекен уяв-тĕл пулу, пĕрлĕхлĕ çитĕнӳ тата та ытларах пулĕ. Çакă Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерствипе Чĕмпĕр облаçĕнчи çӳтĕçпе воспитани министерстви тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшӳ алă пуснипе те çыхăннă. Ĕçлĕ çул çӳревре пулнă май Чăваш Ен делегацийĕ Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнатторĕпе, Алексей Русскихпа тĕл пулчĕ. Икĕ ен вĕрентӳ тытăмĕ

Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн, Иван Яковлевăн çавра çулне паллă тăвас ĕçе Чăваш Енпе пĕр танах Чĕмпĕр тăрăхĕ те хастар хутшăнать. Малашне 2 тăрăха пĕрлештерекен уяв-тĕл пулу, пĕрлĕхлĕ çитĕнӳ тата та ытларах пулĕ. Çакă Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерствипе Чĕмпĕр облаçĕнчи çӳтĕçпе воспитани министерстви тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшӳ алă пуснипе те çыхăннă.

Ĕçлĕ çул çӳревре пулнă май Чăваш Ен делегацийĕ Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнатторĕпе, Алексей Русскихпа тĕл пулчĕ. Икĕ ен вĕрентӳ тытăмĕпе, халăхăн финанс пĕлĕвне ӳстерессипе, çӳтĕç мероприятисене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕ. Чăваш культурин патриархне халалласа Чĕмпĕрте те сахал мар ĕç-пуç ирттереççĕ.

ВЛАДИМИР ГРУЗИН: «Вĕрентекенсемпе эпир наукăпа практика конференцисем ирттеретпĕр, питĕ нумай вĕрентекен хутшăнать çав конференцине Чăваш Республикинчен тата çавра сĕтелсем ирттеретпĕр. Кăçал эпир Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕпе тачă çыхăнса çав таранччен нумай мероприятие хутшăнтăмăр, пирĕн вĕрентекенсем Шупашкара кайрĕç, унта питĕ пысăк форум, 2 кунлăхлă иртрĕ».

Шкул ачисемпе студентсен наукăпа практика конференцийĕ, халăх вĕрентекенĕсен съезчĕ, «Акатуй» уявĕ, «Иван Яковлевăн сачĕ» проект. Ку çулталăк тăрăшшĕпе ирттермелли мероприятисен пĕр пайĕ çеç-ха. Вĕрентекенсен тата ачасен асĕнче вара «Яковлев турĕ» юлĕ. Вăл Чăваш Республикипе Чĕмпĕр облаçне çыхăнтаракан çул çӳрев маршручĕ пулĕ. Унта хутшăнакансем Иван Яковлевич тарăн йĕр хăварнă вырăнсене çитсе килĕç. Икĕ ен ирттерекен ĕç тĕрлĕ халăх культурине тата унăн йăли-йĕркисене аталантарма, наци чĕлхесене упраса хăварма пулăшмалла.

Читайте на 123ru.net