Новости по-русски

Ĕç укçине вăхăтлă памалла

Ĕç укçине вăхăтлă памалла

Кашни çын ĕçленĕшĕн лайăх укçа илес тет. Анчах та хăш чухне ĕçпе тивĕçтерекенсем шалу тӳлемесĕр парăма кĕрсе каяççĕ. Сăмахран, пĕр пĕрлешӳре çеç 13 ĕçлекене 550 000 тенкĕ таран парса татман. Çакнашкал предприятисен ĕç-хĕлне паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи комисси ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан, парăм укçи 449 000 тенкĕ чакнă. Кунта ĕç укçине вăхăтлă панине тишкерсе тăракан организацисен ĕçĕн витĕмĕ пур. Кăçал икĕ уйăхра çеç яваплисем 201 хутчен çула тухнă. Ĕçпе тивĕçтере

<p>Кашни &ccedil;ын ĕ&ccedil;ленĕшĕн лайăх ук&ccedil;а илес тет. Анчах та хăш чухне ĕ&ccedil;пе тивĕ&ccedil;терекенсем шалу тӳлемесĕр парăма кĕрсе кая&ccedil;&ccedil;ĕ. Сăмахран, пĕр пĕрлешӳре &ccedil;е&ccedil; 13 ĕ&ccedil;лекене 550 000 тенкĕ таран парса татман. &Ccedil;акнашкал предприятисен ĕ&ccedil;-хĕлне паян Чăваш Республикин Пу&ccedil;лăхĕ &ccedil;умĕнчи комисси ларăвĕнче сӳтсе яврĕ&ccedil;.</p>

<p>&Ccedil;улталăк пу&ccedil;ламăшĕнчипе танлаштарсан, парăм ук&ccedil;и 449 000 тенкĕ чакнă. Кунта ĕ&ccedil; ук&ccedil;ине вăхăтлă панине тишкерсе тăракан организацисен ĕ&ccedil;ĕн витĕмĕ пур. Кă&ccedil;ал икĕ уйăхра &ccedil;е&ccedil; яваплисем 201 хутчен &ccedil;ула тухнă. Ĕ&ccedil;пе тивĕ&ccedil;терекен ултă &ccedil;ынна административлă явап тыттарнă, 21-шне вара асăрхаттарса хăварнă &ndash; &ccedil;акă тĕрĕслев кăтартăвĕ. 127 ĕ&ccedil;лекене 7 миллион ытла тенкĕ парса татмалла тунă. Ларăва хутшăнакансем ĕ&ccedil;е саккуна пăхăнса йĕркелеменнисем тĕлĕшпе те ыйту &ccedil;ĕклерĕ&ccedil;. &laquo;Конвертри ук&ccedil;а&raquo;, &laquo;сăрă шалу&raquo; тата ытти те &ndash; тупăша туллин кăтартманнисем пур-ха. Сăмах май, Йĕпре&ccedil; тăрăхĕнче йĕркене пăхăнса тăрăша&ccedil;&ccedil;ĕ.</p>

<p>ИГОРЬ СЕМЕНОВ: &laquo;Паянхи куна илсен, Йĕпре&ccedil; муниципаллă округ тăрăхĕнче шалăва тӳлемен предприятисем статистикăпа &ccedil;ук. Анчах та республикипе каласан, ĕ&ccedil;лекенсене документпа ĕ&ccedil;е йышăнман тĕслĕхсем пур, е вĕсем сахал ĕ&ccedil;ле&ccedil;&ccedil;ĕ тесе кĕрте&ccedil;&ccedil;ĕ. Пĕрремĕш ыйту сиксе тухать хăйсен ĕ&ccedil;лекенсен патне &ndash; мĕншĕн-ха вĕсене сахал вăхăтпа ĕ&ccedil;леттере&ccedil;&ccedil;ĕ тесе. Мĕншĕн тесен социаллă гарантисем тетпĕр, &ccedil;авсене илме вăхăт &ccedil;итсен &ccedil;авсене илейме&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;.</p>

<p>Ырă тĕслĕх, &ccedil;авна май Чаваш Республикин Пу&ccedil;лăхĕ Олег Николаев Йĕпре&ccedil; муниципаллă округне сăнав пек илме сĕнчĕ. Кунта ĕ&ccedil;лĕ ушкăн йĕркелĕ&ccedil;. Вĕсем вара суту-илӳ тăвакансем патне &ccedil;ӳресе йĕркене пăснă тĕслĕхсене палăртĕ&ccedil;. Ятарлă ушкăна налук инспекторĕ, полици тата прокуратура ĕ&ccedil;ченĕсем тата ыттисем те кĕрĕ&ccedil;. &Ccedil;ывăх вăхăтра вăл ĕ&ccedil;леме пу&ccedil;ламалла, тепĕр икĕ уйăхран вара унăн кăтартăвĕсем те курăнĕ&ccedil;.</p>

Читайте на 123ru.net