Новости по-русски

Ачасен канăвне йĕркелемелле

Ачасен канăвне йĕркелемелле

Хыçра – виçĕ чĕрĕк. Çу уйăхĕн вĕçĕнче ачасен çуллахи канăвĕ пуçланать. Кăçал каникул тапхăрĕнче 43 000 ытла вĕренекен канма, сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. Вĕсене хула тулашĕнчи 16, çавăн пекех шкулсен çумĕнче йĕркелекен лагерьсем йышăнĕç. Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ыйтăва сӳтсе яврĕç. Кану лагерĕнчи 1-мĕш смена çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчех уçăлмалла. Ашшĕ-амăшĕнчен ачисене лагерьсене яма ыйтса çырнă заявкăсене йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Хула тулашĕнчи лагерьте 21 кун канма

<p>Хы&ccedil;ра &ndash; ви&ccedil;ĕ чĕрĕк. &Ccedil;у уйăхĕн вĕ&ccedil;ĕнче ачасен &ccedil;уллахи канăвĕ пу&ccedil;ланать. Кă&ccedil;ал каникул тапхăрĕнче 43 000 ытла вĕренекен канма, сывлăхне &ccedil;ирĕплетме пултарĕ. Вĕсене хула тулашĕнчи 16, &ccedil;авăн пекех шкулсен &ccedil;умĕнче йĕркелекен лагерьсем йышăнĕ&ccedil;. Правительство &ccedil;уртĕнче иртнĕ канашлура ачасен &ccedil;уллахи канăвне йĕркелес ыйтăва сӳтсе яврĕ&ccedil;.</p>

<p>Кану лагерĕнчи 1-мĕш смена &ccedil;у уйăхĕн 29-мĕшĕнчех у&ccedil;ăлмалла. Ашшĕ-амăшĕнчен ачисене лагерьсене яма ыйтса &ccedil;ырнă заявкăсене йышăнма пу&ccedil;ланă та ĕнтĕ. Хула тулашĕнчи лагерьте 21 кун канмалли путевка хакĕ 18887 тенкĕпе танлашĕ. Ятарлă &ccedil;ар операцине хутшăнакан салтаксен ачисем валли &ccedil;ăмăллăх пулĕ. Чăваш Республикин Пу&ccedil;лăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн вĕсем &ccedil;улталăкне пĕр хутчен тӳлев&ccedil;ерех лагерьте канма пултара&ccedil;&ccedil;е. &Ccedil;акна валли республика хыснинче 19 миллион тенкĕ майлă пăхса хăварнă. Олег Николаев ачасен канăвне йĕркеленĕ май пĕлтĕрхи йăнăша тума юраманни &ccedil;инчен асăрхаттарчĕ. Иртнĕ &ccedil;ул перекетпе сăлтавласа тренерсене каникул вăхăтĕнче ĕ&ccedil;рен хăтарнăччĕ. Олег Алексеевич ачасем валли &ccedil;уллахи тапхăрта та спорт мероприятийĕсем йĕркелемелли, спорт сооруженийĕсемпе туллин усă курмалли &ccedil;инчен каларĕ, эппин, тренерсен те &ccedil;ине тăрсах ĕ&ccedil;лемелле. Канашлура культурăпа &ccedil;ыхăннă ыйтусене те хускатрĕ&ccedil;. Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пу&ccedil;ланать. Ăна Чăваш Республикин Пу&ccedil;лăхĕн гранчĕпе усă курса хатĕрленĕ &laquo;Нарспи историйĕ&raquo; балетпа у&ccedil;а&ccedil;&ccedil;ĕ.</p>

<p>СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: &laquo;Анисим Асламас теми&ccedil;е &ccedil;ул каяллах музыкальный материалне хатĕрленĕ пулнă. Паян вара &ccedil;ак балета оперăпа балет театрĕн сценинче курма пултаратпăр. Унсăр пу&ccedil;не пирĕн патне Башкиринчен, Санкт-Петербургран, Киргизирен хăнасем киле&ccedil;&ccedil;ĕ. Паллах та, эпир вĕсен спектакелĕсене, вĕсен ăсталăхне курса савăнма пултаратпăр. Ачасем валли те уйрăм программа хатĕрленĕ. Пирĕн республикăна Перьмри училище хăйсен спекткальне илсе килет. Унсăр пу&ccedil;не хамăр ачасем валли шалусăр тĕрлĕ программа хатĕрленĕ&raquo;.</p>

<p>Фестиваль ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче гала-концертпа вĕ&ccedil;ленет.</p>

Читайте на 123ru.net