Национальная телерадиокомпания Чувашии

Оперетта фестивалĕ уçăлчĕ

Оперетта фестивалĕ уçăлчĕ

Пĕтĕм тĕнчери оперетта фестивалĕ çулсерен куракана хăй ытамне илет. Çĕр-çĕр çын артистсен пултарулăхĕпе паллашма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ еннелле утать. Раççейри чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем, çĕнĕ хайлавсем куракана тыткăнлаççĕ. Хальхинче кĕвĕ тĕнчине путма юратакансем валли «Фиалка Монмартра» премьера хатĕрленĕ. Сцена çинче виçĕ юлташ кун-çулĕ сăнарланать. Рауль Камье ӳнерçĕ, Анри Бернье сăвăç, Марсель Эрве композитор «Карамболина» опереттăна сцена çине кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Фиалка чечек сут

Пĕтĕм тĕнчери оперетта фестивалĕ çулсерен куракана хăй ытамне илет. Çĕр-çĕр çын артистсен пултарулăхĕпе паллашма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ еннелле утать. Раççейри чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем, çĕнĕ хайлавсем куракана тыткăнлаççĕ. Хальхинче кĕвĕ тĕнчине путма юратакансем валли «Фиалка Монмартра» премьера хатĕрленĕ.

Сцена çинче виçĕ юлташ кун-çулĕ сăнарланать. Рауль Камье ӳнерçĕ, Анри Бернье сăвăç, Марсель Эрве композитор «Карамболина» опереттăна сцена çине кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Фиалка чечек сутакан Виолеттăра вĕсем опереттăра тĕп роле выляма пултаракана кураççĕ. Уйрăлу тата юрату, чухăнлăх тата пуянлăх – пурте пĕр картинăра сăнарланнă. Çĕнĕ спектакле «Сăр чикки» оперăна кун çути кăтартакансемех хатĕрленĕ. Ирина Гаудасинская режиссер, Елисей Шепелев художник, Алексей Рюмин балейтместер тата ыттисен ĕçĕпе Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери 4-мĕш оперетта фестивальне уçрĕç. Чуна пырса тивекен кĕвĕ, Париж сăнарĕ, пуян декораци куракана тыткăнлатех.

АНАТОЛИЙ ФЕДОРОВ: «Халь эпĕ халăхпа пĕрле пĕрремĕш акта пăхса лартăм. Эпĕ ĕнер те, виçĕмкун та курнă, кашни кунах тĕлĕнсе пăхатăп. Халь тепре тĕлĕнсе пăхса илтĕм. Халăх çине пăхатăп – халăх савăнать. Çамрăксем питĕ нумай, апла пулсан халăха килĕшет, халăх татах килет».

АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Опереттăна курма эпир çемьепе килтĕмĕр, упăшкапа тата кĕçăн ачапа. Артистсем питĕ илемлĕ юрлаççĕ. Тумĕсем питĕ капăр. Çак фестиваль темиçе кун иртни питĕ савăнтарать. Çавăнпа та кашни опереттăна курма хавас пулăпăр».

Кашнинчех оперетта фестивальне пуян йĕркелеме тăрăшаççĕ. Кăçал та çавăн пекех. Новоуральск хулинчен çитнĕ пысăк ушкăн пултарулăхĕпе çу уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче паллашма пулать.

Читайте на 123ru.net