Çулталăкра пĕрре — тĕрĕслев
Хваттерте е çуртра газпа ĕçлекен хатĕр-хĕтĕр пулсан, кил хуçисен «кăвак çулăмпа» тивĕçтерекенсемпе килĕшÿ тумалла. Çакăн пирки Раççей Правительствин 2013-мĕш çулхи йышăнăвĕнче палăртнă. Газ службинче ĕçлекенсем тивĕçĕ - киле килсе тĕрĕслев ирттересси.