Пылăк çимĕç калăпăшĕ ӳсет
Республикăра çулсерен темиçе çĕнĕ предприяти уçăлать. Нумай вăхăт ĕçлекен пысăк пĕрлешӳсем вара çĕнĕрен те çĕнĕ цехсем хута яраççĕ. Самани çапла тума хистет, унсăрăн аталанма та çук, тупăш та илеймĕн. Паян Шупашкарти кондитер фабрикинче çĕнĕ производство линийĕ уçăлчĕ. Пылак çимĕçе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пахаларĕ.