«Чи вулакан çемье» конкурс
Библиотека кунĕнче Чăваш Енре «Чи вулакан çемье» конкурс ирттересси те йăлана кĕчĕ. Республикăри ачасемпе çамрăксен вулавашĕнче уяв кĕр-кĕрлерĕ. Чăваш Енре чи нумай вулакан çемьесем пуçтарăнчĕç кунта. Вĕсем пурте асăннă конкурсăн район-хула шайĕнчи çĕнтерӳçисем.