Ентешсен форумĕ
Çитес çул республикăра пĕрремĕш хут ентешсен форумĕ иртмелле. Ăна Республика кунĕнче йĕркелĕç. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи обществăлла канашăн лаврăвĕнче калаçрĕç. Çитес çул ентешсен çулталăкĕ пулнă май, кăрлач уйăхĕнченех уявсем ирттерме палăртаççĕ. «Хусанкая вулатпăр» флешмоб, сăвă фестивалĕ, «Космослă Чăваш Ен» конференци – 2022-мĕш çулта темĕн те пулмалла. Чикĕ леш енче, çĕршывăн тĕрлĕ хулинче пурăнакан ентешсем Республика кунĕнче Шупашкарта пухăнĕç. Чăваш Енре çуралнисене пĕр-пĕринпе