Новости по-русски

Ял çӳп çапран тасалать

Ял çӳп çапран тасалать

Çӳп-çап пухмалли вырăнсем тумалла, хытă каяша ялсенчен вăхăтлă илсе тухмалла. Çывăх вăхăтра Чăваш Енре ку енĕпе йĕрке туса çитермелле. Утă уйăхĕн пĕрремĕшĕччен республикăри кашни ялтах çӳп-çап вырнаçтармалли вырăнсем палăртмалла пулнă. Республикăра пурĕ 3 пин ытла çӳп-çап лапамĕ уçмалла. Ун валли Чăваш Ен хыснинчен 105 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакă ялсенчен çӳп-çапа илсе тухассине йĕркелесе яма май памалла. Тавай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче ку ыйтупа ĕçлеççĕ те ĕнтĕ.

Читайте на 123ru.net