Иван Яковлева асăнмалли кун
![Иван Яковлева асăнмалли кун](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/201910/5(29).jpg)
«Вăл пире чĕлхене юратма, тăван халăх малашлĕхĕшĕн ĕçлеме» вĕрентнĕ тата пилленĕ. Паян Чăваш халăхĕн çырулăхне пуçарса яраканăн Иван Яковлевăн асăну кунĕ. Унăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче Аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса вун-вун çын пуçтарăнчĕ. Шупашкарти шкулсемпе аслă шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, çыравçăсем, поэтсем, тӳре-шара.