Чăвашсем — Самар тăрăхĕнче
Самар облаçĕнче Чăваш Республикин культурин кунĕсем иртрĕç. Чăваш Енрен кайнă делегаци Самара тата Тольятти хулисенче пысăк концерт йĕркелерĕ. Çакна Чăваш атономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул тултарнине халалларĕç.