«Лента» микрорайонта çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ
Кĕтнĕ кун. Паян Шупашкарти «Лента» микрорайонта çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. 2 хутлă кермене малашне 110 шăпăрлан çÿреме пултарĕ. Ашшĕ-амăшĕн тата вĕсен пепкисен çутă ĕмĕчĕ пурнăçланнă уявра пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ. «Лента» микрорайонта ытларах çамрăк мăшăрсем пурăнаççĕ. Çурта «çĕн кайăк» вĕçсе килсен вĕсене кашнинех пĕр шухăш канăç паман, ача сачĕн ыйтăвĕ. Акă ĕнтĕ тинех, пăшăрханăва сирме май пур. Халĕ шăпăрлансем хăтлă та илемлĕ, чи кирли, çурт çывăхĕнчи ача пахчине çÿреме пултараççĕ. ИРИНА ФЁДОРОВА... Читать дальше...