Национальная телерадиокомпания Чувашии

Çĕнĕ лифтсем вырнаçтарма пуçланă

Çĕнĕ лифтсем вырнаçтарма пуçланă

Шупашкарти стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн урамĕпе вырнаçнă нумай хваттерлĕ 4-мĕш çуртра юсав ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Çĕнĕ лифтсем лартаççĕ. Унти ĕç-хĕлпе манăн ĕçтеш Регина Кубайкина вырăна çитсе паллашрĕ. 3-мĕш хутра лифт лартакан ăстасем кал-кал ĕçлеççĕ. Киввисене пĕрремĕш хута пушатса антараççĕ. Унтан урама илсе тухаççĕ. Çĕнĕ лифтсем 400 килограмм таякан йывăрăша тӳсме пултараççĕ. Ачасене, сусăрсене турттарма пултаракан кӳмесене те вырнаçтарма пулĕ – алăк сарлакăш халĕ 700 миллиметр. Лифтсене Мускаври Кар

Шупашкарти стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн урамĕпе вырнаçнă нумай хваттерлĕ 4-мĕш çуртра юсав ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Çĕнĕ лифтсем лартаççĕ. Унти ĕç-хĕлпе манăн ĕçтеш Регина Кубайкина вырăна çитсе паллашрĕ.

3-мĕш хутра лифт лартакан ăстасем кал-кал ĕçлеççĕ. Киввисене пĕрремĕш хута пушатса антараççĕ. Унтан урама илсе тухаççĕ. Çĕнĕ лифтсем 400 килограмм таякан йывăрăша тӳсме пултараççĕ. Ачасене, сусăрсене турттарма пултаракан кӳмесене те вырнаçтарма пулĕ – алăк сарлакăш халĕ 700 миллиметр. Лифтсене Мускаври Карачаровăри заводра кăлараççĕ.

ВИТАЛИЙ ЛЕБЕДЕВ: «Чи йывăр ыйту – халăха хамăрăн укçа тӳлесе хутăштармасăр тытса пурăнаймастпăр тенине ăнлантарни. Пӳрт ларать, 80-мĕш çултанпах пурнăçа кĕртнĕ. Халăх пурăнма пуçланă. Лифт срокĕсем иртсе кайрĕç».

Тĕрĕссипе, çак нумай хваттерлĕ çуртра 2030-мĕш çулта çеç лифтсене улăштармалла пулнă. Çапах кунта пурăнакансем инкек тухасран шикленсе юсав ĕçне хăвăртлатма ыйтса пуху ирттернĕ. Ун пирки протокол çырнă, тӳлев пайне 98 процента çитернĕ, техника докуменчĕсене хатĕрленĕ, вĕсене тĕрĕслев комиссине ярса панă.

АНДРЕЙ ШЕСТАКОВ: «Шупашкар территоринчи вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕпрен юсав ирттермелли ятарлă программи пурнăçланса пырать. Çак программăпа килĕшӳллĕн, унăн кĕске вăхăтри планпа кăçал Шупашкарта 73 нумай хваттерлĕ çуртра тĕпрен юсав ĕçĕсем ирмелле. Çав шутра лифтсене ылмаштарас ĕç 16 нумай хваттерлĕ çуртра 50 лифт улăштарма пуçланă. Подрядчик нумай çул Шупашкар хулинче ĕçлет».

«Горизонт» управляющи компанийĕн ертӳçи Игорь Бурнос тĕп юсав ĕçĕсен программи пысăк майсем уçса панине палăртать. Пĕлтĕр чӳречесене улăштарнă, малашне подъездсене тирпее кĕртесшĕн. Кивĕ лифтсене тимĕр йышăнакан пункта сутсан çурт никĕсне шыв ан илтĕр тесе таврари лаптăка асфальт е бетон сарасшăн.

Читайте на 123ru.net