Национальная телерадиокомпания Чувашии

Пĕрлехи информаци кунне пуçлăхсем тĕплĕ хатĕрленеççĕ

Пĕрлехи информаци кунне пуçлăхсем тĕплĕ хатĕрленеççĕ

Чăваш Енри муниципалитетсенче пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Республика правительствин пайташĕсем, депутатсем тĕрлĕ хуçалăха, вĕренӳ учрежденине, предприятие çитсе кун йĕркинче палăртнă ыйтусене уçăмлатрĕç. Питтукасси полигонĕ çывăхĕнче «Çĕнĕ хула» ӳссе ларни, никама хальччен илĕртмен çĕрсем çинче Хĕвеллĕ микрорайон пулса кайни – хытă каяшсемпе ĕçлеме пултарнин тĕслĕхĕ. Шупашкар хула ертӳçи Евгений Кадышев çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. «Вĕсем пирĕн пуласлăх, хулара пулса иртекен çĕнĕлĕхсем, пурнăçланак

Чăваш Енри муниципалитетсенче пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Республика правительствин пайташĕсем, депутатсем тĕрлĕ хуçалăха, вĕренӳ учрежденине, предприятие çитсе кун йĕркинче палăртнă ыйтусене уçăмлатрĕç.

Питтукасси полигонĕ çывăхĕнче «Çĕнĕ хула» ӳссе ларни, никама хальччен илĕртмен çĕрсем çинче Хĕвеллĕ микрорайон пулса кайни – хытă каяшсемпе ĕçлеме пултарнин тĕслĕхĕ. Шупашкар хула ертӳçи Евгений Кадышев çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. «Вĕсем пирĕн пуласлăх, хулара пулса иртекен çĕнĕлĕхсем, пурнăçланакан проектсем пирки яш-кĕрĕмĕн пĕлсе тăмалла», – терĕ вăл.

ЕСЕНИЯ СЕМЕНОВА: «Паянхи тĕл пулу килĕшрĕ, мĕншĕн тесен пирĕн пата пысăк çынсем килчĕç. Шупашкарта хула мĕнле улшăнса пынине каласа пачĕç. Кăçал пирĕн телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче эпир те унта хутшăнма пултаратпăр тĕрлĕ мероприятисенче».

«Çамрăксене суйма юрамасть, шанма пăрахаççĕ», – тет Шупашкарти Мускав хула администрацийĕн ертӳçи Сергей Ильин та. Вĕсем «Уçă хула» портала кĕрсе тĕрлĕ ыйтăма хутшăнса хăйсен шухăшне пĕлтерме пултараççĕ. Çĕнĕ объектсене хăтлăх кĕртесси пирки Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен сасăлав вара çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Килĕшекен вырăншăн ятарлă хутламра Шупашкарта пурăнакансем хăйсен шухăшне пĕлтерме пултараççĕ. Нумай сасă пухнă объектсене çитес çул хăтлăх кĕртме пуçлаççĕ. Унта Опикассинчи вăрман тата кăнтăр хĕвел анăç бульварĕн проекчĕсем хутшăнаççĕ.

ЛИДИЯ ТАЛАНОВА: «Паян пирĕн пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Шупашкарти коопераци техникумĕн студенчĕсем хутшăнчĕç. Çамрăксене аслисем хулана хăтлăх кĕртессипе, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пуçарнă проектсемпе паллаштарчĕç. Тĕл пулу питĕ кăмăллă, тухăçлă иртрĕ».

Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче «Аслисем ачасене» акци пуçланать. Унсăр пуçне каникул вăхăтĕнче шăпăрлансен канăвне кăсăклă ирттерме ятарлă программа хута каять. Çуллахи тапхăрта шыва кĕресси пирки те каласа пачĕç пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем. Шупашкарта 4 пляж пулĕ. Профилактика ĕçне пысăк тимлĕх уйăрасси пирки те калаçрĕç тĕл пулура. Хăрушсăрлăх йĕркине тепĕр хут аса илтерчĕç. Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова Элĕк тăрăхĕнче пурăнакансемпе уçă сывлăшрах тĕл пулу ирттерчĕ. Вĕсене Çирĕккассинче çул япăх пулни, сĕт хакĕ чакни, килсĕр йытăсен ыйтăвĕ хумхантарать. Унтан Алена Геннадьевна çамрăк армеецсене чысларĕ. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов Улатăрта пурăнакансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕ. Пассажирсем транспорт ыйтăвĕпе кăмăлсăр пулнă, çăхавсем нумайланнă. Улатăр тĕп урамне кăçал асфальт çул, тротуар сарасшăн. Шыв юххисене хатĕрлесшĕн, видеосăнав тытăмне хута ярасшăн. Ку ĕçсене пурнăçлама 2024-мĕш çулччен 100 миллион тенкĕ уйăрнă.

Читайте на 123ru.net